Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл - Сергей Кабуркин.
Унччен Сергей Александрович Куславкка округӗн прокурорӗ пулнӑ. Унта вӑл 2020 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов унпа Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансене паллаштарнӑ.
Сергей Кабуркин 1982 ҫулта Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухсан Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» республика шайӗнчи 8-мӗш фестиваль иртнӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ Елизавета Долгова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӗрентетпӗр чӑвашла», «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн», «Сар каччӑпа сӑра хӗр», «Тӑвалла пулсан та малалла» ятлӑ лапамсенче тата шкул музейӗсенче чун каниччен чӑвашла калаҫма, чӑвашла юрлама, чӑвашла ташлама май пулнӑ.
«Фестиваль чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен вӗрентекенсене чӑвашла уроксем кӑтартма май панӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн йӑлине илемлӗн сӑнарланӑ. Вӑтам классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартнӑ.
Шкул ертӳҫисем хӑйсен чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проектсене хӳтӗленӗ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Москакассинче ача пахчи тӑваҫҫӗ.
Ӗҫсем епле пынипе вырӑнти тӳре-шара паллашнӑ. Муниципаллӑ округӑн территорисене хӑтлӑх кӗртессипе тата аталантарассипе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Андрей Мясников хӑй куҫӗпе курса хакланӑ. Унта вӑл планерка та ирттернӗ. Унта подряд организацийӗн пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Рабочисем хальхи вӑхӑтра ача пахчин никӗсне хураҫҫӗ. Ҫак ӗҫе строительсем ҫитес эрнере вӗҫлесшӗн.
Шупашкартан Муркаш ҫити экологи сукмакӗ уҫасшӑн.
Туризм маршручӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗ. Паллашмалли унта вара, чӑн та, пур.
Ҫак эрнере Муркаш муниципаллӑ округӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза пулнӑ. Вырӑнти администрацире пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Зоя Дипломатовӑпа вӗсем экологи сукмакне кӗртнӗ объектсене тишкернӗ.
Экомаршрута авалхи чӑваш юманне, шыв сиккине, страус фермине, Ильинкӑри вӑтам шкула тата «Юман» кафене кӗртнӗ.
Муркаш районӗнчи прокуратура ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ.
Хорнуй ялӗнчи Шкул урамӗнчи ҫул япӑхма пуҫланине тата унти кӗпер шӑтӑк-путӑкланса кайнине тупса палӑртнӑ. Кӗпер ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли пӑхса хӑварнӑ пай та япӑхнӑ.
Асӑннӑ ҫулпа тата кӗпер урлӑ шкул автобусӗ те ҫӳрет. турттарать.
Район прокуратури тӗрӗслев тӑрӑх Муркаш муниципалитет округӗн администрацине асӑннӑ сооружение юсама, кӗпее хӑйӗн балансӗ ҫине илме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме суд яваплисене 4 уйӑх вӑхӑт панӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.
ЧР культура министрӗ Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Етӗрне тата Тӑвай округӗсен пуҫлӑхӗсене автоклуб уҫҫисене панӑ. Аякри пӗчӗк ялсенче клуб ҫук. Ҫур ҫулта автоклубпа 30 пин ытла ҫын усӑ курнӑ.
Республикӑра унашкал темиҫе клуб туянма палӑртнӑ.
Пӗлтӗр 3 автоклуб туяннӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Ҫӗмӗрле округӗсене ӑсатнӑ.
Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вӑл, шел те, суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
63 ҫулти водитель - Пушкӑртстанран. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул ҫине ӑнсӑртран тухнӑ. Ҫав вырӑнта ҫул урлӑ каҫмалли «зебра» ҫук. Водитель урӑ пулни паллӑ.
Вилнӗ хӗрарӑм - Нискассипе юнашар Ярӑслав ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» 8-мӗш фестиваль ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртӗ. Уяв 9:00 сехетре вӑйӑ картипе пуҫланӗ.
Фестивале пуҫараканӗсем тата йӗркелекенӗсем – Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ, Чӑваш наци конгресӗ тата Муркаш муниципалитет округӗн Калайкасси вӑтам шкулӗ.
Фестивале тӑватӑ номинаципе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнӗҫ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшенче Муркашри ача-пӑча вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта писательсемсӗр пуҫне художниксем, кӗнеке кӑларакансем, ал ӑстисем, библиотека ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Тӗлпулӑва Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекен Ольга Федорова (Васильева) ҫыравҫӑ муркашсемпе тӗл пулма питех те кӑмӑллине пӗлтернӗ. Унӑн амӑшӗ ҫав тӑрӑхран иккен.
«Юрататӑп эпӗ ытарайми хулана...» литература хӑна пӳлӗмӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарби тата Альбина Юрату поэт, прозаик, журналист хӑйсен сӑвввисене вуланӑ, ачасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |